Главная  /  Новости  /  Ректор  /  Андрей АЛЕКСАНДРОВ: Малашлăх никĕсне пĕрле хывăпăр

Андрей АЛЕКСАНДРОВ: Малашлăх никĕсне пĕрле хывăпăр

12.08.2020

Ансат мар саманара пурăнатпăр. Ку çул пушшех те питĕ хăйне евĕрлĕ иртет. Кăткăс çак вăхăтра республикăри аслă шкулсенчен пĕри — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ — мĕнле сывлăшпа сывлать-ха? Малашлăха мĕнле курать? Вуз ректорĕпе Андрей Александровпа паян çак тата ытти ыйту тавра калаçатпăр.

Йывăрлăхсем хăратмаççĕ

— Тĕнчере коронавирус инфекцийĕ сарăлнă май иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Раççейри вĕренÿ заведенийĕсен, çак шутра аслă шкулсен те, вĕрентÿ меслечĕсене улăштарма — дистанци мелĕ çине куçма — тиврĕ. Андрей Юрьевич, çак ĕç-хĕле мĕнле йĕркелесе ятăр? Çапах та халĕччен пирĕн пурнăçра пулман çĕнĕлĕх-çке-ха. Мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулма тиврĕ? Чăваш патшалăх университечĕн ку енĕпе тунă утăмĕсене пĕтĕмĕшле мĕнле хак паратăр?

— Эпир, чăнах та, питĕ тĕлĕнмелле вăхăтра пурăнатпăр. Кашни уйăхрах хамăршăн мĕн те пулин çĕннине тума тивет. Акă пуш уйăхĕнче вĕрентÿ ĕç-хĕлне дистанци мелĕ çине питĕ хăвăрт куçармалла пулчĕ. Чăваш патшалăх университечĕшĕн çеç мар, çĕршыври мĕн пур аслă шкулшăн çак тапхăра чăтса ирттересси йывăра килчĕ. Уйрăмах малтанхи икĕ уйăх студентсемшĕн те, преподавательсемшĕн те кăткăс пулчĕ. Вĕрентÿ ĕçне 100 проценчĕпех дистанци мелĕпе туса пырасси — пуриншĕн те çĕнĕ пулăм. Апла пулин те университетăн çак тапхăра чăтса ирттерме тÿсĕмлĕхĕ çитрĕ, кĕске хушăрах вĕрентĕве электрон почти урлă кăна мар, социаллă сетьсенче, мессенджерсенче йĕркелеме пултарчĕ. Преподавательсем тĕрлĕ программăна тĕрĕслесе пăхрĕç, чи ăнăçлисене суйласа илсе вĕрентÿ ĕçне тĕрлĕ меслетпе — видеоконференцисем, модульлĕ проектсем тата ытти те — пурнăçлама тытăнчĕç. Çакă, тĕпрен илсен, пирĕн студентсемпе преподавательсен пĕрлехи тухăçлă ĕçĕ пулчĕ. Эпир университет­ран вĕренсе тухакансене çĕршывра малтисен шутĕнче онлайн мелĕпе экзамен тыттарма пуçларăмăр. Нумаях пулмасть республикăри аслă шкулсенчен пĕрремĕш дистанци вĕрентĕвĕн курсĕсене çыракан интерактивлă студи уçрăмăр. Пирĕн тĕллев — цифра вĕрентĕвĕн уçлăхĕнчи мĕн пур хыпара пуринчен малтан пĕлсе тăрасси.

— Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче студентсене мĕн кĕтет? Яланхи пек хăнăхнă йĕркепех вĕренĕç-и? Е çапах та кăçал та дистанци вĕрентĕвĕ тĕпре пулĕ-и?

— Паллах, пирĕншĕн йăлана кĕнĕ вĕрентÿ мелĕсем çывăхрах. Анчах темĕнле те килсе тухма пултарать. Тĕпрен илсен, дистанци мелĕпе ĕçлеме хăнăхни пире малашлăхра кирлĕ те пулĕ-ха. Çавăнпа онлайн курссен никĕсне йĕркелетпĕр, аталантаратпăр, унпа çитес вĕренÿ çулĕнче те анлăн усă курăпăр. Вĕсен пахалăхĕ лайăх, усă курма меллĕ. Чи лайăххи кунта акă мĕн: вĕсене кайран та пăхма пулать. Çакă дистанци меслечĕ унчченхи вĕрентÿ мелĕсенчен тухăçлă уйрăлса тăнине кăтартакан паллă. Çапах та Раççей Федерацийĕн Наука тата аслă пĕлÿ министерстви çĕнĕ вĕренÿ çулне авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче эпидемиологи хăрушсăрлăхĕн мĕн пур стандартне пăхăнса университетрах пуçлас тĕллевлĕ.

ЧПУ тĕпчевĕсенче — тĕнче пĕлтерĕшлĕ ыйтусем

— Коронавирус пандемийĕн лайăх енĕсем те пур пек туйăнать. Сăмахран, тĕнчере карантина пула производство чарăнса ларнăран экологи лару-тăрăвĕ чылай лайăхланни пирки калаçма пуçларĕç. Экологи ыйтăвĕ Чăваш Еншĕн те ют мар. Университетра çакна тĕпчекен, экологи проекчĕсемпе ĕçлекен ученăйсем пур-и?

— Манăн шухăшпа, пандеми çапах та экологи лару-тăрăвне лайăхлатмалли хатĕр те, меслет те мар. Экологие пандемисĕрех лайăх енне улăштарма пулать. Çак ыйтусене татса парассине университет ăслăлăх тĕпчевĕсем ирттерсе тÿпе хывать. Акă, сăмахран, Раççей Федерацийĕн Наука тата аслă пĕлÿ министерствин саккасĕпе Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕпе пĕрлехи проект хатĕрлерĕмĕр. Вăл нефть, газ кăларакан промышленноç валли каучукран çирĕп резинăсем тăвассипе çыхăннă. Производствăна йĕркелерĕмĕр, тĕпчевсем ăнăçлă иртрĕç. Çапла вара паян Чăваш патшалăх университечĕ пуринчен малтан çирĕп çав резинăна туса кăларчĕ. Ăна экологипе мĕн çыхăнтарать-ха? Çĕршывăн чи сивĕ районĕсенче нефть кăларасси пирки сăмах пырать пек. Экологи пĕлтерĕшĕ кунта çав резинăсемпе ытларах вăхăт усă курма май пуррипе çыхăннă. Çавна май утилизаци калăпăшĕ чакать. Резина çапах та питĕ сиенлĕ каяш. Резина ĕмĕрне тăсса эпир экологие лайăхлатма тÿпе хыватпăр.

Юлашки çулсенче çилрен, хĕвелтен, шыв юххинчен электричество тата ăшă энергине илесси пирки ытларах калаçма пуçларĕç. Планета çинчи çут çанталăк ресурсĕсем чакса пынăран хăçан та пулин этемлĕх энерги тумалли çак çăл куçсем çине куçатех. Сăмахран, Германире çакнашкал меслетпе электричество кăларасси 2004 çултанпа 14 процентран 38 процента çити ÿснĕ. Анчах та çапла майпа энерги тупасси ансат ĕç мар. Унсăрăн тĕнчери энергетика тахçанах унпа усă курма тытăнĕччĕ. Хĕвел энергетикин çивĕч ыйтăвĕсене татса парассишĕн паян тĕнчери нумай ученăй вăй хурать. Пирĕн ку темăпа хими наукисен кандидачĕ, Раççей Президенчĕн грантне тивĕçнĕ çамрăк ăсчах Анастасия Алексеева ĕçлет. Унăн тĕпчевĕ хĕвел батарейи валли хĕвел энергине электричествăна куçарнин коэффициентне ÿстерме пулăшакан япаласем тăвассипе çыхăннă. Ахăртнех, малашлăхра Анастасийăн ĕçĕ хĕвел энергетики çине куçма май паракан катализатор пулса тăрĕ.

Экологие лайăхлатма университет пуçарнă тепĕр проект, «Уйăр» ятлă вăл, хуçалăхри çÿп-çапа уйрăм пухасси. Вăл грант пулăшăвне те тивĕçрĕ. Коридорта пысăк картон контейнерсене асăрхарăр пулĕ-ха. Вĕсене пластик савăта, хута уйрăм пуçтарас тĕллевпе вырнаçтарнă.

— Юлашки вăхăтра тухтăрсен ят-сумĕ уйрăмах ÿсрĕ. Вĕсем хăйсене хĕрхенмесĕр, ывăннине пĕлмесĕр çынсене пулăшу парассишĕн тăрăшса пысăк хисепе тивĕçрĕç. Ахăртнех, медицина факультетĕнче вĕренекен студентсем те коронавируспа кĕрешме хастар хутшăнчĕç? Университет ăсчахĕсем медицина пулăшăвĕн пахалăхне вăйлатма пулăшакан пĕлтерĕшлĕ мĕнле тĕпчевсем тăваççĕ?

— Ординаторсене, волонтерсене пысăк тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем чунĕ ыйтнипе, никам хистемесĕр, хăйсен кăмăлĕпе эпидемипе кĕрешрĕç. Ырă ĕçе волонтер медиксем çеç мар, ытти факультетри студентсем те хутшăнни пушшех савăнтарать. Вĕсем чи йывăр вăхăтра юн пачĕç. Манăн шухăшпа, университетра вĕренекен çамрăксем хăйсене лайăх енчен кăна кăтартрĕç. Вĕсене шанма пулать. Пирĕн студентсем — сывлăх сыхлавĕн пуласлăхĕ. Университетра ĕçлекен ăсчахсем те пултаруллă, пысăк опытлă, ăста специалистсем. Медицина факультетĕнче вĕçĕмсĕр тĕрлĕ тĕпчев ирттереççĕ. Юлашки вăхăтри проектсенчен пĕри вăл, ку ыйту тĕнчере те пысăк пĕлтерĕшлĕ, ÿте ватăлма чаракан технологисене шухăшласа кăларасси. Кафедра заведующийĕ Наталья Голубцова ертсе пыракан ушкăн паян çын ÿтĕнче тĕл пулакан белокăн ятарлă сигнал çулне тĕпчеççĕ. Çак тĕпчевсем ÿте ватăласран сыхлакан çĕнĕ меслетсене тупма, эмелсем туса кăларма пулăшĕç. Хими наукисен кандидачĕ Сергей Федосеев В6 витаминăн çĕнĕ тĕсĕсене тăвассипе ĕçлет. В6 ушкăнри витаминсем çын организмне питĕ кирлĕ. Сергей Владимирович /сăмах май, вăл Раççей Президенчĕн грантне те тивĕçнĕ/ çак витаминăн çĕнĕ тĕсĕсене тумалли çул-йĕре шырать. Унăн ĕçĕ çавăн пекех çĕршывăн импорт шайне пĕчĕклетмелли программăпа та килĕшсе тăрать. Хамăр патрах кăларма пуçласан ют çĕршывсенчен хаклă эмелсене сахалтарах илсе килме пуçлĕç.

— Хальхи вăхăтри сумлă, пĕлтерĕшлĕ тепĕр çĕнĕлĕх — робототехника. Университет ку енĕпе тата искусственнăй ăс-тăна аталантарас тĕлĕшпе тăвакан ĕçсем çинчен те пĕлес килет…

— Робототехника, чăннипех те, тĕнчери малашлăхлă отрасльсенчен пĕри. Çирĕплетсех калама пултаратăп: пирĕн преподавательсемпе студентсен чылай тĕпчевĕ — питĕ пысăк шайлă. Нумаях пулмасть Раççейре РФ МЧС саккасĕпе робот андроид туса хатĕрлерĕç. Федор ят панă ăна. Вăл медицина пулăшăвĕ пама та пĕлет, космоса та кайса килчĕ. Раççейри чи ăслă ăсчахсем çак проектпа 2004 çултанпа ĕçленĕ. Икĕ çул каялла пирĕн те университетра робототехника тата искусственнăй интеллект лабораторийĕ уçăлчĕ. Пĕлетĕр-и, мĕн тăваççĕ унта пирĕн ачасем? Чăваш патшалăх университечĕн андроид роботне пухаççĕ. Вăл ыйтусене хуравлама, утса çÿреме, аллисене хускатма пултарĕ. Унпа кăçал кĕркунне, чÿк уйăхĕнче, паллашăпăр. Робот проектне строительство факультечĕн аслă преподавателĕ Сергей Солин ертсе пынипе ултă студентпа тăватă аспирант туса хатĕрленĕ.

Проектсем тата ĕçсем

— Студентсем республикăри предприятисемпе çыхăну тытаççĕ-и? Вĕсен пĕрле ĕçе кĕртекен проектсем пур-и?

— Студентсем кăна мар, университет пĕтĕмĕшле те, преподавательсем те предприяти-организаципе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Кăçал эпир наукăна пулăшакан фондсăр пуçне тата «Стартап» фонд та туса хутăмăр. Студентсен техника, технологи проекчĕсемпе пуçарăвĕсене предприятисене сĕнетпĕр. Çапла вара вĕсемпе паллашнă хыççăн организацисем студентсене ĕçе чĕнме пултараççĕ. Предприятисемпе йĕркеленĕ ĕçтешлĕх шăпах ĕнтĕ университетăн вăйлă енĕ пулса тăрать те. Пĕрремĕшĕнчен, ятарлă курс занятийĕсене предприятисенчи чи лайăх инженерсем ирттереççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, организацисенче, сăмахран, электроаппарат заводĕнче, «Экра» пĕрлĕхре, трактор заводĕнче пирĕн кафедрăсем уçăлнă. Унта хальхи йышши чи лайăх оборудованисем пур, студентсем эрнере темиçе кун производство ĕçне кÿлĕнеççĕ, пысăк опытлă инженерсенчен ĕç вăрттăнлăхĕсене вĕренеççĕ. Кунсăр пуçне эпир студентсемпе аспирантсене предприятисен ăслăлăхпа çыхăннă саккасĕсене пурнăçлама та явăçтаратпăр. Каларăм ĕнтĕ, Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ пире çирĕп резина хатĕрлемелли проект тума ыйтрĕ. Электроаппарат заводĕнчен, сăмахран, 1000 амперлă автомат выключательсене хатĕрлеме саккас йышăнтăмăр. Вĕсемпе Инçет Çурçĕрти шартлама сивĕсемпе нÿрĕк шайĕ питĕ пысăк вырăнсенче усă кураççĕ. 2017 çулта виçĕ учреждени — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, Смоленскри тата Шупашкарти травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕсем — ăслăлăх-тĕпчев ĕçне пуçарчĕ. Пĕрлехи вăйпа туса хатĕрленĕ углерод пленки ура сыппине вырнаçтарнă эндопротез таврашĕнче бактерисем ĕрчессине, инфекци сарăлассине чарма пулăшать. 2019 çулта тунă анализ çак меслет пысăк тухăçлине кăтартрĕ. Çав çулах вăл РФ патентне илме пултарчĕ. Çавăн пекех студентсен хăйсен проекчĕсем те пур. Вĕсене çамрăксем профессорсемпе доцентсем ертсе пынипе пурнăçа кĕртеççĕ.

— Студентсен, преподавательсен, выпускниксен ĕçĕсене çĕршыв шайĕнче асăрхаса пысăк хак пани, паллах, питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ахăртнех, вĕсен ăсĕпе Чăваш Енре те анлă усă кураççĕ?

— Пирĕн преподавательсем Чăваш Рес¬публикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пилĕк çуллăх программине хатĕрлеме хутшăнчĕç. Кунсăр пуçне регион ертÿлĕхĕ вузăн опорнăй университет статусне илес тĕллевпе конкурса хутшăнас пуçарăвне те ырлать. Çак мероприятипе килĕшÿллĕн инноваци экосистемине туса хума палăртнă. Унăн тытăмне студентсен 15 конструктор бюровĕ, технологи лапамĕ тата IT-сферăри Компетенцисен центрĕ кĕрĕç. Çĕнĕлĕх студентсен кампусне аталантарма, ăслăлăх тĕпчевĕсене ирттерме çĕнĕ грантсене тивĕçме, çĕнĕ вĕрентÿ программисене хатĕрлемешкĕн хушма укçа илме, вузри бюджет вырăнĕсен шутне ÿстерме май парĕ. Çакă, паллах, вĕрентÿ пахалăхне чылай лайăхлатма пулăшать.

— Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илнĕ специалистсем çинчен ыррине сахал мар илтнĕ. Вĕсем çĕршыв аталанăвне хăват паракан ăсталăхĕпе, ĕçĕпе тĕлĕнтереççĕ. Чăннипех те мăнаçланмалла ун пеккисемпе…

— Çĕршыври пысăк об±ектсене хута яма, проектсене пурнăçа кĕртме пирĕн студентсем, университетран тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем хутшăнни питĕ савăнтарать. Акă Крым кĕпернех илер. Унта автомобиль тата чукун çулсемсĕр пуçне энергокĕпер те пур. Хăйне евĕрлĕ çак проектпа пирĕн патран вĕренсе тухнă хыççăн «Экра» пĕрлĕхре ĕçлекенсем пурнăçланă. Сколковăра «Медведевская» цифра электроподстанцийĕ ĕçлет. Ăна та пирĕн выпускниксем туса хатĕрленĕ. Строительство факультетĕнче чăн-чăн профессионалсем ĕçлеççĕ. Вĕсене чи кăткăс конструкцисен шанчăклăхне тĕрĕслеме час-часах йыхравлаççĕ. Университет ĕçченĕсем, сăмахран, Мускаври «Лужники» спорт аренине, Зарядье паркне, «Домодедово» аэропортăн терминалне тĕрĕслеме хутшăннă.

Вĕренÿпе çитĕнÿ юнашар

— Лайăх вĕренме, çитĕнÿсем тума тивĕçлĕ условисем кирлĕ… Аслă шкулта тарăн пĕлÿ илме, пушă вăхăта усăллă ирттерме майсем пур-и?

— Университетра 15 факультет, 110 тĕрлĕ программăпа вĕрентеççĕ. Занятисем лекци залĕсенче те, лабораторисенче те иртеççĕ. Медицина факультечĕн симуляци центрĕ час-часах çĕнĕ оборудованисемпе пуянланать. Университетăн ăслăлăх библиотекин архивĕ питĕ пысăк, студентсен 15 конструктор бюровне йĕркеленĕ… Çакă тарăн пĕлÿ илме пулăшакан условисен пĕчĕк пайĕ кăна. Пушă вăхăта усăллă ирттермелли май çителĕклех. Университетра 40 ытла тĕрлĕ пĕрлĕх йĕркеленĕ. Çак шутра спортпа, ăслăлăхпа, пултарулăхпа çыхăннисем те йышлă. Аслă шкулта вĕренекенсем Раççей шайĕнче иртекен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ, ют çĕршывсенче вĕренме грантсем çĕнсе илеççĕ. «Эпĕ — профессионал», «Профстажировкăсем 2.0», «УМНИК», пысăк ытти конкурсра çулсерен çĕнтереççĕ.

Университет студентсен сывлăхне упрассине те пысăк тимлĕх уйăрать. Пирĕн санатори-профилактори ĕçлет. Унта çулсерен 800 ытла çамрăк тÿлевсĕр канма, сипленме пултарать. Телее, санаторие сыхласа хăварма пултартăмăр. Йывăр вăхăтсем те пулчĕç, анчах ăна хупмарăмăр. Çавăн пекех университетăн хăйĕн клиники пур. Спорт комплексĕ, 20 ытла спорт секцийĕ ĕçлеççĕ. Хĕрарăмсен «Атланта» баскетбол команди, сăмахран, кăçал университет историйĕнче пĕрремĕш хут Раççейри студентсен баскетбол клубĕсен хушшинче бронза призер пулса тăчĕ. «Мамонтсем» хоккей команди чи чаплă «Шупашкар-Арена» комплексра ăсталăхне туптать. Пирĕн хоккеистсем федерацин Атăлçи округĕнчи «Бакалавр» дивизионта лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ. Университетра Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ спортсменсем те вĕренеççĕ. Кĕçех пысăк бассейн уçăлмалла. Вузăн культура çурчĕ пекки Атăлçи тăрăхĕнче урăх ниçта та çук.

— Университет студентсене общежитипе тивĕçтерме, стипенди тÿлеме вăй çитерет-и?

— Студентсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси, паллах, вузăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Общежити чăннипех те питĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен университетра ют хула çамрăкĕсем нумаййăн вĕренеççĕ. Тĕпрен илсен, çĕршыври 69 суб±ектран килнĕ студентсем пĕлÿ илеççĕ. Пирĕн тăхăр общежити. Кăçал «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2-мĕш общежитире, унта медицина факультетĕнче вĕренекенсем пурăнаççĕ, юсав ĕçĕсене вĕçлетпĕр. Ăна тепĕр этаж чухлĕ пысăклатнă, секциллĕ пÿлĕмсем тунă, лифт вырнаçтарнă. Çитес вăхăтра çĕнĕ тепĕр общежити тума пуçламалла. Проект хатĕр. Стипенди пирки калас тăк… Студентсем темиçе тĕрлĕ стипенди илме пултараççĕ. Пысăк балсемпе университета вĕренме кĕрекенсем иккĕмĕш семестрта 8 пин тенкĕ илме пуçлаççĕ. 255 балран та нумайраххисен — 10 пин тенкĕ. Лайăх вĕренсен, культура, спорт енĕпе пысăк çитĕнÿсем тусан патшалăх çирĕплетнĕ академи стипендийĕ çумне тата 3800 тенкĕ хушса параççĕ. Кунта сăмах техника, хушма математика, физика тата информаци технологийĕсен факультечĕсенче вĕренекенсем пирки пырать. Сахал тупăшлă çемьесенчи студентсем социаллă стипенди илеççĕ. Кунсăр пуçне олимпиадăсенче çĕнтернисене, призер пулса тăнисене хавхалантарасси йăлана кĕнĕ. Университет сайтĕнче кун пирки информаци пур, унта тĕплĕнрех паллашма пулать.

— Йышăну комиссийĕсен ĕçне кăçал, ахăртнех, улшăнусем кĕртме тиврĕ.

— Çĕршыври мĕн пур университет хальхи вăхăтра документсене дистанци мелĕпе уйрăм çын кабинечĕ урлă йышăнать. Чăваш патшалăх университечĕ те çак опытпа анлă усă курать. Паян, шел те, кашни абитуриентпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçма май çук. Вĕренÿ заведенийĕ йышăну комиссийĕн сайтне йĕркеленĕ. Çамрăксене унпа усă курма меллĕ пултăр тесе видеоинструкци вырнаçтарнă. Çавăн пекех «хĕрÿ лини» ĕçлет. Вăл е ку ыйту сиксе тухсан унпа шăнкăравласа консультаци илме, çавăн пекех специалист пулăшнипе кирлĕ хутсене тĕрĕс çырса тултарма пулать. Тепĕр самант — видеоэкскурси. Вăл кашни факультетăн лабораторийĕсемпе тата аудиторийĕсемпе паллаштарать. Кунсăр пуçне декансенчен илнĕ интервьюсене вырнаçтарнă. Университетăн социаллă сетьсенче те страницăсем пур. Контактри аккаунта, сăмахран, 17 пин ытла çын çырăннă. Нумаях пулмасть Инстаграмра та аккаунт ĕçлеттерсе ятăмăр. Эпир абитуриентсемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе калаçма яланах хавас. Çамрăксене хамăр пата йыхравлатпăр. Малашлăх никĕсне пĕрле хывăпăр.

Валентина БАГАДЕРОВА.

Василий КУЗЬМИН тата университет архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Газета “Хыпар”. 2020. 11 августа.