Донецк делегацийӗ пирӗн пата ятарласа уяв тӗлне килнӗ: Республика кунне паллӑ тунӑ тапхӑрта вырӑнти экономика шайне курса хак пама, партнёрсем тупма меллӗ. Хӑнасене пуринчен ытла электротехника ыйтӑвӗ кӑсӑклантарать: Донбаса энергипе тивӗҫтерессине ҫӗнӗрен йӗркелесе ямалла. Пирӗн патра ку енӗпе хӗрӗхе яхӑн предприяти тӗнче шайӗнче ӗҫлет. Донецк халӑх республикинчи промышленнӑҫпа суту-илӳ министрӗн ҫумӗ Юрий Никоноров каланӑ тӑрӑх, тӗлпулу вӑхӑтӗнче палӑртнӑ плансем тата та анлӑланнӑ. Чӑваш Енпе ҫыхӑнса ӗҫлени Торезри электротехника заводне вӑй илсе ҫӗкленме май парӗ.