Чӑваш патшалӑх университетӗнче ăслăлăх конференцийĕ 1967 ҫултанпа иртет. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ унта тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен хутшăнаççĕ. Раççейри 5 000 ытла студентсемпе шкулта вĕренекенсем. Çавăн пекех ют ҫӗршывсенчен хутшăнакан студентсем те йышлă. Ăслăлăх тĕнчипе кăсăкланакансем Китай, Узбекистан, Донецк тăрăхĕнчен видео саламсем çитерчĕç.
АНГЕЛИНА ПЫРКИНА: “Ман шутпа тата манăн вĕрентекенсен шучĕпе, наука хыçĕнче малашлăх. Çак конференцисем ачасене тĕрĕс шухăшлама пулăшаççĕ. Ку конференцире эпĕ хам 3-мĕш çул хутшăнатăп. Эпир докладсене хÿтĕленисĕр пуçне уçă уроксем ирттеретпĕр,выставкăсем йĕркелетпĕр, олимпиадăсем, конкурссем. Пĕтем ачасене, студентсене хутшăнма чĕнетпĕр. Маншăн та наука питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнса тăрать. Мĕншĕн тесессĕн, наукăпа ĕçлеме пуçланă хыççăн эпĕ хамăн чăн-чăн вĕрентекенсене тупрăм, юлташсене тупрăм. Вĕсенчен вĕренмелли те, нумай илмелли те пур. Пирĕн университет алăкĕсем сире валли яланах уçă. Ырă туса, хапăл тусах кĕтетпĕр”.
Ăслăлăх эрни ака уйăхĕн 8-мĕшĕччен пулĕ. Кунсеренех ларусем, конкурссем, олимпиадӑсем, куравсем, семинарсем, мастер-классем пулаççĕ, факультетсенче «ҫавра сĕтелсем» ирттереççĕ.