«Релавэкспо» форума регионта пĕр çул чĕретлесе йĕркелеççĕ. Çапла, юлашкинчен вăл 2021-мĕш çулта иртнĕччĕ. Йăлана пăсмасăр ятарлă курав тĕрлĕ пĕрлешӳ ĕçĕ-хĕлĕпе тата реле хӳтĕлевĕпе автоматизаци тытăмĕн юлашки çитĕнĕвĕсемпе паллаштарать. Унта пысăк калăпăшлă вăй электрооборудованине те, хатĕрĕсене те сăнама май пур. Шăпах çак курав электроэнерги парса тăракан тытăмра çĕнĕ партнерсемпе хутшăнусем йĕркелеме пулăшать. Шупашкара «Релавэкспо» куравне ирттерме ахальтен суйласа илмен. Шăпах пирĕн республикăн тĕп хули реле хӳтĕлевĕпе автоматика центрĕ шутланать тесен те йăнăш мар. Кунта çак тытăм валли тĕрлĕ оборудовани туса кăларакан производствăсем вырнаçнă, профиль специалсчĕсене хатĕрлессипе те регион малтисен ретĕнче. Малашне ку енĕпе тата та тĕллевлĕн ĕçлеме форумра çирĕплетнĕ документ пулăшĕ. Виçĕ енлĕ килĕшĕве Чăваш Республикин промышленноç тата энергетика министерстви, Чăваш патшалăх университечĕ тата «Энерджинет» центрĕн ертӳçисем алă пусрĕç. «Раççейри электроэнергетика тытăмĕн реле хӳтĕлевĕ» пленарлă ларăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Раççей Федерацийĕн энергетика министрĕн çумĕ Эдуард Шереметцев уçрĕç. Вĕсем энергетика тытăмĕ умне тухса тăракан çивĕч ыйтусене палăртрĕç.
– Çакăн пек форума кашни çул ирттерсессĕн, вăл халăха валли усăллă пулать, çавăнпа çакăн пек йышăну, ман шутпа, паян çирĕплетрĕмĕр тесен те юрать. Пирĕн технологи суверенитетне çĕнсе илес тесен, паллах, çĕнĕрĕн те çĕнĕ шухăшсене тĕрлĕ енлĕ сӳтсе явса вĕсене пурнăçа кĕртсе пымалла. «Релавэкспо» форумăн юлашки кунĕче Шупашкарти электротехника предприятийĕсем, инженери кадрĕсем хатĕрлекен вĕренӳ заведенийĕсемпе лабораторисем тăрăх экскурсисем йĕркелĕç.