Çитес вăхăтра Чăваш патшалăх университетĕнче ятарлă лаборатори уçăлĕ. Студентсем «1С» фирма пулăшнипе çĕнĕрен те çĕнĕ компьютер программисем шухăшласа кăларма хăнăхĕç. Ҫавӑн пекех лабораторире пӗрлехи тӗпчевсем ирттерĕç, вӗренӳ тата ăслăлăх проекчӗсем пурнăçлĕç. Çак çĕнĕлехе палăртакан килĕшĕве виçĕ енлĕн алă пусрĕç çирĕплетрĕç.