Чӑваш патшалӑх университетӗнчен Анапӑна кайма 60 студент кӑмӑл тунӑ. Суйлав тапхӑрӗ хыҫҫӑн 10 волонтер заявкине ырланӑ. Ҫула тухиччен студентсемпе ҫамрӑксен политикин ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен проректор Александр Цветков тӗл пулчӗ. Эсир питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫе хутшӑнатӑр, ӑна яваплӑха туйса тӑвӑр, Чӑваш Ен ятне ан ярӑр, терӗ вӑл. Волонтерсене ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн ҫамрӑксен политикин управленийӗн пуҫлӑхӗ Кирилл Лукин ӑнӑҫу сунчӗ. Хастарсем Анапӑна 7 кунлӑха каяҫҫӗ.
Вырӑна ҫитсен волонтерсене пурӑнмалли кӗтеспе, апатпа тивӗҫтереҫҫӗ. Ӗҫре мӗн кирлине те пӗтӗмпех параҫҫӗ. Анапӑран нумай пулмасть Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑлавҫӑ-студентсен корпусӗн регионти уйрӑмӗн хастарӗсем таврӑннӑ. Вӗсем тинӗс хӗрринчи лару-тӑру, йывӑрлӑхсем пирки каласа кӑтартрӗҫ. Республикӑран Анапӑна волонтерсен тепӗр 3 ушкӑнне яма палӑртаҫҫӗ.