Хальхи вӑхӑтра аслӑ шкулта студентсемпе преподавательсем валли 9 спорт залӗ, 2 йӗлтӗр бази, чупмалли ҫулсем, 2 шахмат клубӗ, ГТО студийӗ тата 3 уҫӑ спорт лаптӑкӗ пур. Вӗренӳ ҫулӗнче университетра вун-вун ӑмӑрту иртет. Футболистсем те, сӑмах май, ҫулран-ҫул ӑсталӑхӗпе савӑнтараҫҫӗ. Ҫӗнӗ спорт лапамне тӑвас ӗҫ пирки университет шанӑҫне тахҫанах кӗнӗ строительство компанийӗпе килӗшӳ тунӑ. Ку подрядчик аслӑ шкул валли 2017-мӗш ҫултанпа 4 пысӑк объект ҫӗкленӗ. Спортсменсем ҫӗнӗ футбол уйне хапӑлласа йышӑннӑ.
https://chgtrk.ru