Волонтер шкулӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче 2016-мӗш ҫултанпа ӗҫлет. Кӑҫал вара ӑна грант укҫипе йӗркеленӗ. Аслӑ шкул ӑна Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑнса тивӗҫнӗ. Волонтер шкулӗнче вӗреме 200 яхӑн студент кӑмӑл тунӑ. Вӗсенчен 120-шне суйласа илнӗ. Икӗ кун хӗрсемпе каччӑсем тӗрлӗ тытӑмри волонтерсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ. Вӑл шутра социаллӑ пурнӑҫ, экологи, культурӑпа спорт, медицина тата ытти енсене тимлӗх уйӑрнӑ. Лекцисем итленӗ, семинарсене хутшӑннӑ. Ҫамрӑксемпе психологсем те ӗҫленӗ, ӑсталӑх сехечӗсем йӗркеленӗ. Волонтер шкулне пӗтернисем малашне университетӑн ӗҫ-хӗлӗнче кӑна мар, регион тата федераци шайӗнчи проектсене те хутшӑнма пултараҫҫӗ.