“Знатоки фондового рынка” конкурс пӗрремӗш хут пӗлтӗр пулнӑ. Ӑна Раҫҫейри банксен пӗрлешӗвӗ, Патшалӑх Думин финанс комитечӗ пулӑшнипе Наци финанс ассоциацийӗ йӗркелет. Ӑмӑртӑва ҫамрӑксене укҫапа пӗлсе усӑ курма, инвестици ӗҫне вӗрентес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Студентсен конкурсра икӗ тапхӑр витӗр тухма тивнӗ. Хӑйсен пӗлӗвне ҫамрӑксем ака тата ҫу уйӑхӗсенче тӗрӗсленӗ. Тупӑшун пӗрремӗш пайӗнче онлайн-тест пулнӑ. 5 вӗренӳ учрежденинчи 130 студент унти ыйтусене хуравланӑ. Конкурсӑн 2-мӗш тапхӑрне 33-ӗн тухма пултарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ-студентсене сцена ҫинче чысларӗҫ.