Пĕрле тачă çыхăнса ĕçлессине, пĕр-пĕрин паха опытне усă курассине сӳтсе яврĕç вĕсем. Икĕ республика предприятийĕсем çу уйăхĕнчех ĕçлеме пуçланă. Паянхи куна чылай çивĕч ыйтăва татса панă. «Çывăх вăхăтра Донецк тата Торез электротехника завочĕсем продукци кăларма пуçламалла», – терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. «Ĕç вырăнĕ пулсан пурнăç та йĕркене кĕмелле», – палăртрĕ Донецк Халăх Республикин Правительствин председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Евгений Солнцев.
Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кунта трансформаторсемпе подстанцисем кăларма пуçлĕç. Вĕсем çуртсене тата ытти объекта электричествăпа тивĕçтерĕç. Донбасс промышленноçне çĕклеме Чăваш Ен чылай енпе пулăшма хатĕр. Сăмахран, тимĕр утсем тăвассипе, хими тата çăмăл промышленноçе аталантарассипе. Чăваш Енре им-çам кăларакан пысăк завод пур. Ял хуçалăх тытăмне аталантарма ку та пулăшмалла. Донбасс экономикине çĕклеме чылай кадр кирлĕ. Сăмахран, инженерсем. Вĕсене Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ хатĕрлеме пулăшать.
Кун пирки республикăри аслă шкул тата Донецк наци техника университечĕ килĕшӳ алă пусрĕç. Тепĕр килĕшĕве Шупашкарпа Торез администрацийĕн пуçлăхĕсем çырчĕç. Вĕсем – тăванлашнă хуласем пулчĕç. «Çурла уйăхĕнче Чăваш Ен тĕп хули çуралнă кунне паллă тăвать. Торез хулине эпир Чăваш Республикине чĕнетпĕр. Малалла мĕнле аталанмаллине сӳтсе явăпăр», – терĕ Олег Николаев.