Общество, культура, ӳнер ĕçченĕсем, масăллă информаци хатĕрĕсен ертӳçисем – такам та пур кунта. Пурне те пулас медиахолдингăн тытăмĕ кăсăклантарать. Çивĕч ыйтăва уçăмлатма килнисене 4 ушкăна пайларĕç. Кашнийĕн хăйĕн шухăш. Вĕсем çак пĕрлешĕве аталантармалли мелсемпе паллаштарчĕç.
КОНСТАНТИН МАЛЫШЕВ: «Хыпар-хатĕрĕн çивĕч пулмалла, кăсăк пулмалла тата илĕртӳллĕ пулмалла. Çакна пĕрле хатĕрлеме, пĕрле тума майсем шыраççĕ паян. Эпĕ çакăншăн питĕ савăнатăп. Уйрăм тума йывăр ăна». Пĕрлешевĕн ĕçĕ çăмăлах пулмĕ. Кунта республикăра тухакан мĕнпур хаçат-журнал пичетленсе тухĕ. Ĕç хатĕрĕсене çĕнетмелле, автоматизацилемелле.
ВЛАДИМИР ТЯПКИН: «Мана питĕ кăмăллă паян масăллă информаци хатĕрĕсен министерстви çавăн пек стратегиллĕ шухăш турĕç çавра сĕтелсем пухса. Тĕрлĕ общественниксемпе специалистсем. Чи пахи – экспертсем пухăннă, чи вăйлă журналистсем. Çав вăхăтрах общественниксене пухни те вăл результат парать». «Çак медиахолдинга журналистсене пичет ĕçĕсенчен хăтарас, вĕсен пултарулăх валли нумайрах вăхăт пултăр тесе йĕркелесшĕн. Журналистсен тĕрлĕ фактсене тишкерсе çынсемшĕн те, республика ертӳлĕхĕшĕн те кăсăклă, кирлĕ статья-хыпарсем çырмалла», – тесе палăртнăччĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев издательстăпа полиграфи комплексĕ 55 çул тултарнине халалланă пухăва хутшăннă чухне. Халĕ вара çапла пултăр тесе ĕçлеççĕ те.