Главная  /  Новости  /  Чӑвашла  /  Конго хӗрӗ «Раҫҫейри туризм мисӗ» конкурсра палӑрнӑ

Конго хӗрӗ «Раҫҫейри туризм мисӗ» конкурсра палӑрнӑ

04.08.2022
Категории: Чӑвашла.

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренекен ют ҫӗршыв студентки «Раҫҫейри туризм мисӗ» конкурса хутшӑнса «Пултарулӑх мисӗ» номинацире ҫӗнтернӗ.

Конкурс финалӗ Чӑваш Енре утӑ уйӑхӗн 18-24-мӗшӗсенче иртнӗ. Конгӑран килнӗ Комбле Олонго ҫак номинацире ҫӗнтерме пултарнӑ.

Хӗр ЧПУра вырӑс чӗлхипе литературине вӗреннӗ. Халӗ Комбле ҫак аслӑ шкулӑн медицина факультетне вӗренме кӗресшӗн.