«Сӑвӑҫӑн поэзи чӗлхийӗ ансат, ҫав хушӑрах сӑнарлӑ», – ырланӑ поэтӑн пултарулӑхне издательство ӗҫченӗ Ольга Австрийская.
Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Андреев 1963 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, Ҫӗмӗрле, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗрпӳ район хаҫачӗсенче ӗҫленӗ. 1992 ҫултанпа шкулта ачасене чӑваш чӗлхи тата информатика предмечӗсене вӗрентет, шкул директорӗ. Чӑвашла электрон пособисем, компьютер вӑййисем хатӗрлет, интернетра вӗрентекенсем валли «Шкулта» журнал кӑларса тӑрать. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ҫутӗҫ ӗҫченӗ. 1985 ҫултанпа сӑвӑсем ҫырать, вӗсем район хаҫачӗсенче тата «Тӑван Атӑл» журналта пичетленнӗ.
«Ура утать – ҫул юлать» кӗнекене авторӑн юлашки ҫулсенче ҫырнӑ хайлавӗсем кӗнӗ.
Кӑларӑм редакторӗ – Валерий Алексеев, ӳнерҫи – Наталия Андреева. Тиражӗ – 500 экземпляр.