Главная  /  Новости  /  Чӑвашла  /  Куславкка районӗнчи палӑка Наци музейӗн харпӑрлӑхне панӑ

Куславкка районӗнчи палӑка Наци музейӗн харпӑрлӑхне панӑ

30.09.2022
Категории: Чӑвашла.

Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ҫывӑхӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» ятлӑ палӑка Чӑваш наци музейӗн харпӑрлӑхне панӑ. Малашне унта экскурсисем тӑтӑшах иртмелле. Палӑкпа паллашма килсен республика Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче мӗнле пурӑнни пирки пӗлме пулать.

Наци музейӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче палӑка кунсерен 600 ҫын таранах курма килнӗ. Авӑн уйӑхӗнчи ҫумӑрлӑ кунсенче те унта 200 ҫынран кая мар пырса каять. Ҫынсем 23 сехетре тин, алӑксем хупӑнсан, килме пӑрахаҫҫӗ.

Музей директорӗ Ирина Меньшикова И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ саккас панипе «Ҫӗнтерӳ ҫулӗпе» анлӑ экскурси хатӗрленине палӑртнӑ.