Главная  /  Новости  /  Чӑвашла  /  Раҫҫейри суйлав комиссийӗ кӑҫал 30 ҫул тултарчӗ

Раҫҫейри суйлав комиссийӗ кӑҫал 30 ҫул тултарчӗ

31.07.2023
Категории: Чӑвашла.

Чӑваш Енри сасӑлав ӗҫне йӗркелекенсем те ҫак кунсенче хӑйсен уявне паллӑ турӗҫ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 2021-мӗш ҫулта ҫирӗплетнӗ Указпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Енре суйлав комиссийӗсенче ӗҫлекенсене ҫулсеренех утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хисеп тӑваҫҫӗ.

Уяв кунӗ тӗрлӗ ӗҫ-пуҫпа танах Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Унти тӗплӗ калаҫура граждансен суйлаври прависен кулленхи йӗрки тата ҫӗнӗлӗхӗсем пирки сӑмах пычӗ. Хӑйсен ячӗпе алӑ пуссах ҫирӗплетнӗ кун салам тата тав сӑмахӗсем йышӑнакансем ҫак яваплӑ ӗҫе чун ыйтнипе килнине калаҫҫӗ. Паян ҫак тытӑма Чӑваш Енре 9 пине яхӑн ҫынна явӑҫтарнӑ.

Суйлава хатӗрленес ӗҫ-пуҫ, сасӑлав пыракан тапхӑр тивӗҫлӗ шайра ирттӗр тесе специалистсем пӗлӳ шайне ӳстерсех тӑраҫҫӗ, ӗҫе ҫӗнӗ технологисем явӑҫтараҫҫӗ. Ҫӗнӗлӗхе авӑн уйӑхӗнче иртекен сасӑлавра хак пама пулӗ.

https://chgtrk.ru.