Главная  /  Новости  /  Чӑвашла  /  Станислав Сатурӑн тата тепӗр кӗнеки кун ҫути курнӑ

Станислав Сатурӑн тата тепӗр кӗнеки кун ҫути курнӑ

24.05.2022
Категории: Чӑвашла.

Станислав Никоноров (Сатур) поэт кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кун ҫути кӑтартать. Нумаях пулмасть унӑн тепӗр сӑвӑ пуххийӗ пичетленсе тухнӑ. Вӑл «Кӗр ванчӑкӗ» ятлӑ.

Станислав Сатур 1959 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ушанарта ҫуралнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 14-мӗш профессиллӗ техника училищине пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗр хушӑ стройкӑра платник-монтажник пулса ӗҫленӗ, ҫар хӗсметӗнче пулнӑ. Тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хунӑ. Ӗҫленӗ хушӑрах вӑл хӑйӗн пӗлӗвне И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Хусанта зонӑри комсомол шкулӗнче, Мускавра Пӗтӗм Союзри комсомолӑн курсӗнче ӳстернӗ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Республикин писательсен союзӗ ҫумӗнчи «Сунтал» литература пӗрлешӗвне ҫӳренӗ. Хальхи вӑхӑтра Мускаври М.В. Фрунзе ячӗллӗ ҫар академийӗнче пушар хӗсметӗнче тӑрать.

https://chuvash.org.